Наречи (термина вырăс чĕлхинчен йышăннă), — ĕç паллине е паллăн паллине пĕлтерекен пуплев пайĕ. (хăвăрт ут, паян кил, ытла нумай, кăшт пысăкрах чул). Предложенире наречи глаголпа çыхăнать, обстоятельство пулать.
Пĕлтерĕшĕ тăрăх наречисене çакăн пек ушкăнлаççĕ:
Пулăве тĕлĕшĕнчен наречисем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулаççĕ. Пĕрремĕшле наречисем авалах пулса кайнă, вĕсем пĕлтерĕшĕ тăрăх чăн-чăн наречисем (паян, ĕлĕк, авал, аран, ахаль).
Иккĕмĕшле наречисем тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулнă:
Мĕнлелĕх наречисем, паллă ячĕсем пекех, танлаштаруллă тата вăйлă формăсенче пулаççĕ. Танлаштаруллă форма -рах (-рех), -тарах (-терех) аффикс хушăннипе пулать: хăвăртрах, çапларах, хуллентерех, ытларах, ерипентерех.
Наречисен вăйлă форми наречие икĕ хут каланипе (хуллен-хуллен, аран-аран, тĕллĕн-тĕллĕн, вĕттĕн-вĕттĕн) пулать.
Наречие | Adverbi | Příslovce | Biord | Adverb | Adverb | Adverbo | Adverbio | Adverbi | Adverbe | Adverbio | Prilozi | 副詞 | Adverbium | Bijwoord | Adverb | Adverb | Przysłówek | Advérbio | Наречие | Adverb | Adverb | Прислівник | Adviebe | 副詞