Инфинитив (лат. infinitus «паллă мар»), — сăпат, хисеп, вăхăт тата наклонени тăрăх улшăнман глагол форми. Чăваш инфинитивĕ глагол тĕпĕ çумне -ма (-ме), -машкăн (-мешкĕн) аффикссем хушăннипе пулать: вулама, ĕçлеме, вĕренме, вуламашкăн, ĕçлемешкĕн, вĕренмешкĕн. Аффикссен тĕрлĕ варианчĕсем хушăнса пулнă инфинитив формисем пĕр-пĕринчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ.
Инфинитив предложенире ытларах глаголпа çыхăнать (вулама юратать, ĕçлеме пĕлет, ларма кай), сайра хутра вăл паллă ячĕпе те çыхăнма пултарать (юрлама маттур, пурăнма аван, калаçма лайăх).
Предложенире инфинитив подлежащи, сказуемăй, обстоятельство пулма пултарать (юрлама аван, юлташ ĕçлеме пуçларĕ, пурăнмашкăн пурнăç тулăх).
Infinitiv | Infinitiv | Infinitiv | Infinitive | Infinitivo | Infinitiivi | Infinitif | 不定詞 | Infinitief | Infinitiv | Infinitiv | Bezokolicznik | Инфинитив | Infinitive | Infinitiv | 动词不定式
This article is licensed under the GNU Free Documentation License.
It uses material from the
"Инфинитив".
Home Page • arts • business • computers • games • health • hospitals • home • kids & teens • news • physicians • recreation• reference • regional • science • shopping • society • sports • world